"Чӑваш хӗрарӑмӗ" комитетăн черетлĕ ларӑвĕ иртрĕ

 "Чӑваш хӗрарӑмӗ" комитетăн черетлĕ  ларӑвĕ иртрĕ

"Чӑваш хӗрарӑмӗ" комитет черетлĕ  ларӑвне Кӳкеҫри "Бичурин тата хальхи самана" музейра йӗркелерӗ. Ӑна мухтавлӑ ентешсен Ҫулталӑкне халалланă. Кун йĕркинче «Н.Бичурин ятне асра тытатпăр», «Чăваш театрĕн пирĕштийĕ Вера Кузьмина», «Чăваш хĕрарăмĕсем – чăваш халăх поэчĕсем» темăсемпе калаçу пычĕ.

Н.Я. Бичурин кун-çулĕпе музей директорĕ Ирина Удалова паллаштарчĕ. Вера Кузьмина халăх артисчĕ пирки чăваш халăх поэчĕсем Светлана Асамат тата Раиса Сарпи асра юлнă саманчĕсемпе паллаштарчĕç, ăна халалланă сăввисене вуласа пачĕç. Çеçпĕл музей ертÿçи Антонина Андреева Светлана Асаматпа Раиса Сарпи  чӑваш халӑх поэчӗсем Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши музейӗн ӗҫне хутшӑнса паллӑ йӗр хӑварни пирки каласа кӑтартрĕ.

«Чăваш хĕрарăмĕ» комитет ертÿçи Юлия Мареева И. Удловăна чăваш наци конгресĕн ĕçĕ – хĕлне курăмлă тÿпе хывнăшăн, чăвашлăха тата йăла – йĕркене упрассипе тĕллевлĕ ĕçленĕшĕн Чăваш наци конгресĕн президенчĕн тав çырăвĕпе чысларĕ. Раиса Сарпи «Бичурин чунлă пике» сăввине вуласа пачĕ, «Сире савса, юратса» сăвăсен пуххине парнелерĕ.

Лару Раиса Васильева шӑрҫасемпе эрешсем тӑвас ӑсталӑх урокӗпе вӗҫленчӗ.



04 апреля 2022
13:54
Поделиться